Суббота, 26 апреля, 2025
Главная > Публикации > Аэропорта малалла юсаççĕ

Аэропорта малалла юсаççĕ

Кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарти аэропорта малалла юсама тытăннă. Хальхи вăхăтра вĕçсе килекенсене йышăнакан зонăна юсаççĕ. Çавна май кивĕ стенасене тата урайсене сÿтнĕ. 

Аса илтеретпĕр, иртнĕ уйăхăн вĕçĕнче аэропортра вĕçсе каякан пассажирсем валли çĕнĕ терминал ĕçлесе кайнă. Çавна май аэропортăн инфраструктури те самаях улшăннă, унăн лаптăкĕ 1500 тăваткал метртан 5000 тăваткал метр таран пысăкланнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *