Çак кунсенче «Гвардеец» ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлесе тăватă медальпе пилĕк çуллăхсен тăватă паллине илме тивеçлĕ пулнă Елена Максимовна Тумашкина 80 çул çитнине паллă турĕ. Юбиляра саламлама ачисем, пĕтĕм тăван-хурăнташĕ, кÿршĕсем тата выльăх-чĕрлĕх ферминче пĕрле килĕштерсе ĕçленĕ тус-юлташĕсен пĕр ушкăнĕ пуçтарăнчĕ. Вĕсем Елена Максимовнан кун-çулĕпе çыхăннă манăçми самантсене тепĕр хут ырăпа аса илчĕç, ăна вăрăм ĕмĕр сунса çепĕç юрăсем шарантарчĕç, илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç.
Елена Тумашкина Вăрăмпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ.
_ Кил-йыш _ юратупа ырă кăмăл тĕнчи. Атте-анне тата пиччесемпе шăллăмсен сăнарĕсем асăмран тухмаççĕ, _ аса илет Елена Максимовна. _ Атте, Максим Григорьевич Никитин, вăрçăпа ĕç ветеранĕ пулнă. Вăл «Путь Ленина» колхозра тракторпа машина паркĕн хуралçинче тăрăшнă. Вăрçăран йывăр аманса таврăннă салтак 90 çула çитме пултарчĕ. Анне, Евдокия Фадеевна, çитмĕл урлă каçсанах çĕре кечĕ, вăл та тăван хуçалăхра ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухнă.
Николай пичче _ Красноярск хулинче, Егор Омск хулинче пурăннă. Вăл та май уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Инке пурăнать, телефонпа калаçса илетпĕр хăш-пĕр чухне, хĕрĕпе ывăлĕ те ун патĕнче сайра хутра пулаççĕ тесе пуп- лет.
_ Халĕ хăвна хăв пурăнаятăн-ха, пĕчченех пурăн вăй çитиччен, _ тесе калаççĕ. Вăл та сакăр вунă çултан иртнĕ ĕнтĕ.
Пурнăçри вырăнне Елена нумай шыраман. Вăрăмпуçĕн- чи шкултан çичĕ çул вĕренсе тухнă хыççăн тăван колхозра ĕçлеме пуçланă. Вăтапуçĕнчи илемлĕ каччăпа палашнă. Туй тунă, çемье çавăрнă. Ялта çамрăк хĕрарăма кăмăллăн йышăннă. Çав савăнăçлă самант 1967 çулса пулса иртнĕ. Елена Максимовна хăйĕн профессине мĕн тивĕçле канăва тухичченех улăштарман. Вăл вăхăтра мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн тунă. Анчах çак йывăрлăхсем çамрăк дояркăна хăратман. Пачах урăхла, унăн кăмăлне çирĕплетнĕ çеç. Вăл професси вăрттăнлăхĕсене çине тăрсах алла илнĕ, аслă юлташĕсен паха ĕç опытне ăша хывнă.
_ Пурăна киле йывăр ĕçсене пурне те механизилерĕç. Икĕ сменăпа ĕçлеттĕмĕр. Бидонсене те текех алăпа йăтса куçармас- тăмăр, сĕт пăрăхсем тăрăх тÿрех холодильника куçатчĕ.
Халĕ ĕнтĕ колхоз та, ферми те çук. Çакăн пек пулса тухасса шутламан та,_ шухăша кайса та калаçатпăр юбилярпа.
Елена Максимовнăна ялта тивĕçлипех хисплеççĕ. Упăшкипе, Кирилл Никитичпа, пилĕк ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Вячеслав агроном профессине алла илнĕ. Халĕ _ шофер, Пĕршенер, Вăрăмпуç, Çатăрка-Çырми ялĕсенчен Вăтапуçĕнчи вăтам шкула килекен ачасене турттарать. Владимир _ Хусанта, Юрий _ Канаш хулинче пушар хура- лĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, халĕ салари староста ĕçĕсене пурнăçласа пырать. Олегпа Алексей вахта мелĕ-пе Мускава çÿренĕ, халĕ Олег Канаш хулинче тăрăшать.
_ Кĕçĕн Алексея ниçта та ямастăп, вăл мана хуçалăхра пулăшать, _ тет юбиляр. _ Ачасем тĕп кил-çурта та çĕнĕ сăн кĕртрĕç. Тĕппипех юсаса илемлетрĕç. Уншăн питĕ савăнтăм, кил-çурт хулари хваттертен хăтлăхĕпе пĕрре те кая мар. Çак илеме мăшăрăм курса хаклаймарĕ, вăл 2006 çулта вăхăтсăр çĕрĕ кĕчĕ.
Елена Максимовна халĕ кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Туслă çемье малтан картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, халĕ те сурăх, кайăк-кĕшĕк сахал мар ĕрчетет, хурт-хăмăр та тытаççĕ вĕсем, садра та ĕçлеççĕ.
_ Кăçал тулăх пахча-çимĕç туса илтĕмĕр тата тем тĕрлĕ хитре чечек те лартса ÿс- тертĕмĕр. Чечек лартнă чухне Лена кинпе Лена мăнук питĕ пулăшаççĕ, вĕсем те ман пекех Лена Тумашкина ятлă. Çак ĕçсене пысăк пахалăхпа туса ирттемре «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Чăваш хĕрарăмĕ» тата «Канаш ен» хаçатсем пулăшаççĕ.
Обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă Елена Тумашкина. «Асламĕшĕпе мăнукĕсем» конкурса хутшăнса икĕ номенацире çĕнтерÿçĕ пулса тăни те асрах. Ăна «Ялти хисеплĕ çын» пархатарлă ят парса чысланă. Пушă вăхăтра çĕнĕ калавсене тата чăн тĕн кĕнекисене вулама кăмăллать.
_ Ачасемпе тата мăнуксемпе савăнатăп, _ тет Елена Максимовна. _ Лена, Канаш хулинче тата Янкăлч салинчи перекет кассинче тăрăшать. Коля Шупашкарта таксист пулса ĕçлет. Наташа çемье çавăрнă хыççăн мăшăрĕпе Нижневартовск хулинче пурăнать. Алеша _ Мускав хулинче, Юля _ Шупашкар хулинче, Максим Хусанта тĕпленнĕ. Кирилл Раççей çарĕнче службăра тăрать. Матвей 6-мĕш класра вĕренет. Юрикĕн ачисем ялти вăтам шкулта, Никита _ 4-мĕш класра, Рома 2-мĕш класра ăс пухаççĕ, Маша ялти «Шăнкăрав» ача-пăча садне çÿрет. Мана манмаççĕ, час-часах килсе çÿ- реççĕ, уявсемпе саламлаççĕ.
Яланах çакăн пек хастар пулăр, юбилей ячĕпе сире, Елена Масимовна!
Юрий НИКИТИН,
обществолла
корреспондент