Среда, 23 апреля, 2025
Главная > Публикации > Вĕрентекенсене саламланă

Вĕрентекенсене саламланă

Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче вĕренекенсем «Çĕнĕ çул кашни киле» акцие хастар хутшăннă.

Студентсем техникумра чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вĕрентекенсем патĕнче хăнара пулнă. Çамрăксем ĕнерхи педагогсене Çĕнĕ çул уявĕпе саламланă, парнесем парса кăмăлĕсене çĕкленĕ. Ватăсем хăйсене çакнашкал тимлĕх уйăрнăшăн пурне те чĕререн тав тунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *