Вырăскас Пикших шкулĕнче Паттăр парттине уçнă. Ăна асăннă шкулта вĕреннĕ, ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуçне хунă Петр Иванова халалланă. Петр Васильевича Мухтав Ореденĕпе вилнĕ хыççăн наградăлама йышăннă.
Мероприятие салтакăн ашшĕне тата тăлăха юлнă мăшăрĕпе ывăлне йыхравланă. Шкул директорĕ Наталия Никитина пĕлтернĕ тăрăх, пĕлÿ çурчĕсенче çакнашкал парттăсем уçни паттăрсен ятне ĕмĕр асра тытма, çамрăксене хамăр ентешсен ырă тĕслĕхĕ çинче çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсем пулса çитĕнме май парать.