Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне черетлĕ çырупа тухĕ. Эфир 12 сехетре пуçланĕ.
Олег Алексеевич çакнашкал çырупа пиллĕкĕмĕш хут тухĕ. Трансляцие Чăваш Ен Пуçлăхĕн телеграм каналĕнче курма май пулĕ. Ăна çавăн пекех Наци телевиденийĕ- пе кăтартĕç, эфир Наци радиовĕпе те пырĕ. Çынсем экран çинчи куар-кода сканерласа Çыру пирки хăйсен шухăшне пĕлтерме пултараççĕ. Вĕсене Олег Николаев пурне те тишкерсе тухĕ, хăйĕн кулленхи ĕçĕнче усă курĕ.