Канаш хĕрĕ Виктория Максимова çăмăл атлетикăра пысăк çитĕнÿ- сем тăвать. Çулталăк вĕçĕнче пирĕн ентеш Мускавра иртнĕ «Студентсен спорчĕн çăлтăрĕсем» ăмăртура палăрнă.
Виктория 300 метрлă дистанцие 37 çеккунт çурăра чупса тухнă. Çавна май 2007 çултанпа ирттерекен ăмăртура çĕнĕ реккорд лартнă тата ылтăн медале çĕнсе илнĕ. Саламлатпăр.

