Чăваш Енре, кану кунĕсенче, пĕр талăкра кăна сакăр пушар тухнă. Вĕсенчен тăваттăшĕ Канаш тăрăхĕнче алхаснă. Кăнтăрла иртни икĕ сехет çурăра çăлавçăсем Кармами Выççăлккине вас- канă. Унта, вут-çулăм, пĕр кил-хуçалăхри хуралтăсене ярса илнĕ. Пушарта лупас тата сарай çунса кайнă. Инкек сăлтавĕ _ кил хуçи çутă хатĕрĕпе усă курнă чухне асăрханусăр пулни.
Тепĕр сехетрен Мăкăр ялĕнче мунча хыпса илнĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем инкек пулнă вырăна вăхăтра çитсе вут-çулăма пурăнакан çурт çине сиксе ÿкме паман. Специалистсем вут-çулăм çунакан кăмакаран малалла сарăлнине тĕпчесе палăртнă.
Каçхи ултă сехет тĕлĕнче Канаш хулинче лавкка çунма пуçланă. Вут-çулăм суту-илÿ çурчĕн маччине сиен кÿнĕ. Электричество сетĕнчен тухнă пушара çăлавçăсем кĕске вăхăтра сÿнтернĕ, малалла сарăлма паман.
Çав кунах, çĕрле, пушар хуралĕн диспетчерĕ Сиккасси салинчен шăнкăрав йышăннă. Унта пурăнакан çурт çулăмпа çунăннă. Пушарта кил хуçи хĕрарăмĕн 42 çулти ывăлĕ çунса вилнĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, инкек пирус туртнă чухне асăрханусăр пулнипе сиксе тухнă.
Вăрăм кану кунĕсен тапхăрĕ ĕçленчĕ. Шел, инкексĕр иртмерĕç вĕсем. Кун пек тĕслĕхсем урăх ан пулччăр тесен пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнар.
Хамăр инф.