Уçырма ялĕн территорийĕнче нумай хваттерлĕ çĕнĕ çурт çĕкленни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Ăна «Канаш тăрăхĕнче пурăнакансене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси» муниципалитет программипе туса лартнă.
Çурта Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне хута янă. Хваттер уççи илекенсен йышĕнче тăлăх ÿс- нĕ ачасем те пулнă. Вĕсене хатĕр хваттерсем туянса пама республика бюджетĕнчен 49 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă.
Хваттерлĕ пулнă çамрăксенчен чылайăшĕ çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ. Çĕнĕ çурта куçма хатĕрленекенсен йышĕнче ача кĕтекен мăшăрсем те пулнă. Çурт-йĕр условийĕ лайăхланнишĕн кашни хытă хĕпĕртенине пĕлтернĕ.