Вторник, 29 апреля, 2025
Главная > Публикации > Юбилейне паллă тунă

Юбилейне паллă тунă

Иртнĕ вырсарникун агропромышленность комплексĕн ветеранĕ Анатолий Петров 70 çул тултарнă.

Анатолий Дмитриевич 1955 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче Асхва ялĕнче çуралнă. 1962-1966-мĕш çулсенче тăван ялти шкулта пуçламăш пĕлÿ илнĕ. Унтан Вырăскас Пикших шкулĕнче малалла вĕреннĕ. Çичĕ класс хыççăн пултаруллă çамрăка тата тепĕр икĕ ачапа пĕрле Шупашкарти шкул-интернета физикăпа математика предметне тарăнрах тĕпчеме янă. 1972 çулта, алла аттестат илсен, Анатолий Петров Шупашкарти ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Çамрăк инженер, институт хыççăн, Марий Эл Республикинче ĕçлеме пуçланă. Унтан салтака кайма ят тухнă.

Служба хыççăн салтак тăван ял таврăннă. Вырăнти «Мотор» колхоза инженер пулса ĕçе вырнаçнă. Унтан ăна районти «Сельхозтехника» пĕрлешĕве прораб пулма чĕнсе илнĕ. Каярах Анатолий Дмитриевича районти тĕп инженер тивĕçĕсене пурнăçласа пыма шаннă. Çав тапхăрта ял хуçалăхĕ çирĕп аталанса пынă, колхозсемпе совхозсене çĕнĕ техникăпа туллин тивĕçтернĕ, хуçалăх ĕçченĕсен çĕнĕ технологие алла илмелле пулнă.

Кăштах вăхăт иртсен пысăк опытлă специалист Гостехнадзорăн Канаш районĕнчи инспекцине чылай çул ертсе пынă. Халĕ АПК ветеранĕ тивĕçлĕ канура. Унăн пархатарлă ĕçне патшалăх шайĕнче пĕрре мар сумлă нградăпа палăртса хăварнă.

Валерий ДОЛГОВ 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *