Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Татмăш ен» халăх ансамблĕн ертÿçи Виталий Дмитриев палăртса хунă калаçăва пуçласа яриччен çÿлĕк çинчен хуткупăсне илчĕ те кăмăла çĕклекен кĕвĕ калама тытăнчĕ. Пÿлĕме уçă варкăш вĕрсе кĕчĕ тейĕн çав. Эх, мăнтарăн хуткупăсĕ! Ахальтен мар ăна уяв чунĕ теççĕ. Тĕлĕнмелле мар-и, йывăр шухăшсене вăл туххăмрах сирсе ярать, ал-урана çăмăллăх кÿрет иккен. Виталий Кузьмич «маншăн пулсан хуткупăс» каларăша та хăйне май ăнлантарать. Çак инструмент ăна пурнăç çулĕ çине кăларнă-çке…
– Пĕр илемлĕ ир Кротова Нина почтальонка пирĕн алăка пырса шаккарĕ, – аса илет Виталий Кузьмич. – Кĕнĕ-кĕмен вăл сĕтел çине эпир хальччен курман хитре япала кăларса лартрĕ. Кĕмĕл саслă тальянка илсе килнĕ-мĕн кÿршĕ хĕрарамĕ. Эпĕ, пиллĕкри ача, «теттене» тытса пăхма хăтланнă чух вăл темле сасă пачĕ. Чĕнÿллĕн илтĕнчĕ çав сасă, чĕрĕ чун тейĕн. Атте вара çак парнен шурă пиçиххине хулпуççи урлă уртса ячĕ те пуçланса кайрĕ килте мыскара: тăпăртатнипе урай хăми авăнать, сĕтел-пукан та ташша хутшăнать. Кăшт каярах атте каланине итлесе эпĕ «Кукаçипе куками» юрă кĕввине вĕрентĕм. Пултарулăх тенине аттепе анне мана кăштах панă пуль çав: килĕшекен кĕвве ас туса юлма тăрăшаттăм, кайран пĕчĕк купăспа калама вĕренеттĕм. Кÿршĕ-арша кĕвĕ каласа ташлаттарсан вак укçа паратчĕç. Пысăк савăнăç пулнă ку пиллĕкри ачашăн.
– Юрра-ташша пултарасси ламран лама куçса пырать теççĕ…
– Хамăн йăх тымарне йĕрлесе кайсан Йĕпреç районĕнчи Пукуян ялне çитсе тухатăп. Кунти тăвансенчен хăшĕ-пĕри ăста купăсçă пулнă. Вĕсен хушшинчен паллă мусăкçăсем те тухнă. Сăмахран, Валерий Игнатьев музыка училищи пĕтернĕ, аранжировщик тата композитор пулса тăнă. Вăл Шупашкарта нумай çул «Илем» ансамбле ертсе пынă.
…Атте (ялта ăна Курак тетчĕç) сехет юсама ăстаччĕ. Пурте çывăрма выртсан вăл çак ĕçпе аппаланса ларатчĕ-ларатчĕ те ывăнса çитсен аллине купăс тытатчĕ, хăш чух кăвак çутă киличченех ăна аллинчен ямастчĕ. «Орловские страдания» текен кĕвве вăл уйрăмах кăмăллатчĕ.
Малтанах аттен нимле инструмент таврашĕ те пулман, ĕçкĕ-çикĕ тăрăх çÿреме пуçлать тесе анне ăна купăс туянма чарнă. «Кĕçех аслă ывăла салтака ăсатмалла, каллех çынран купăс ыйтмалла пулать-ши?» – текеленĕ вăл. Пĕррехинче пуйăс çине ларса Улатăра тухса кайнă та «Беларусь» купăс туянса таврăннă. «Инструмента тĕрĕслесе пăхнă чухне пуçтарăнса тăнă халăха, майрасене ураран ÿкиччен ташлаттартăм», – шÿтлесе каласа паратчĕ вăл.
Аттен хăй илемлетнĕ кĕвĕсем те пулнă, шел, вĕсене эпĕ ас туса юлайман, çырса та илмен.
Кĕçех аттен купăсĕ ман алла куçрĕ. Крыльца çинче сехечĕ-сехечĕпе кĕвĕ каласа лараттăм.
Ялта купăс калакан чылаяхчĕ: Кăрккасем, Кураксем, Арлансем, Муштаксем, Орест, Якку тата ыттисем чарăнса тăрса эп каланине чылайччен итлесе тăратчĕç, усăллă канашсем паратчĕç. Сисмесĕрех ялта ансамбль йĕркеленчĕ, клуба пухăнса кĕвĕсем ăмăртмалла калаттăмăр. Ку анчах та мар, колхоз ĕçне лаша кÿлсе тухнă чух аслăраххисем пире тилхепе тыттаратчĕç те хăйсем купăс каласа пыратчĕç. Ĕçе мар, уява каятпăр тейĕн.
Пĕррехинче эпĕ аттен купăсне крыльца çинех лартса хăварнă. Çапса çăвакан çумăр айĕнче вăл исленсех кайнă, атте ăна аллине тытнă-тытман шатăрт! туса варринчен çурăлса кайрĕ. Ку инкеке атте тĕлĕнмелле çăмăл тÿссе ирттерчĕ. Мана пĕрре те ятламарĕ. Пусăрăннă кăмăлне улăштарас тесе çапла каласа хучĕ: «Ку ачаран мусăкçă пулатех. Утмăл кĕвĕ калама вĕренсен ăста калакансемпе танлашĕ».
Шкулта вĕреннĕ çулсенче эпĕ тăтăшах алла купăс тытнă, анчах кун пирки пĕр клас-ра вĕренекенсем пĕлмен. Аттестат илнисен каçĕнче М.А. Андреев директор мана хистесех купăс тыттарчĕ те пухăннисене вальс каласа ташлаттартăм. Дебют тени çапларах пулчĕ.
Салтакран килсен музыка урокĕсене ирттерме чĕнчĕç. Килĕшмерĕм. Шкулта ĕçлеме пĕлÿ çитменнине, тавракурăм ансăртарах пулнине туяттăм. Савăнпа Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине çул тытрăм. Кунта вĕреннĕ чухне ума нумай йывăрлăх тухса тăчĕ. Нота вулама вĕренни хăйех мĕне тăрать! Каçсерен 10-11 сехетчен сĕтел хушшинче ларма тиветчĕ. Г.Я.Чиркин тата Н.И. Петрова преподавательсем мана малалла хăюллăрах утма, ăсталăха алла илме пулăшса пычĕç, вĕсене эпĕ яланах ырăпа аса илетĕп. Çак училищăра эп хамăн пулас мăшăрпа Иринăпа паллашрăм. Диплом илсен Вăтакас Тамăш шкулне таврăнтăм. Кăшт вăхăт иртсен Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм. Професси шайне çитме мана А.Ф. Кравчук доцент тата ытти преподавательсем нумай пулăшрĕç.
– Виталий Кузьмич, Сире хисеплĕ ят пама тăратнă характеристикăра эпĕ çак йĕркесене кăсăкланса вуларăм: «Энергичен, талантлив, умеет вести за собой… Изучает народные инструменты, разучивает чувашские наигрыши и мелодии, которые формируют национальное самосознание, любовь к музыкальной культуре, традициям нашего народа…»
– Мĕн калас? Эпĕ тăрăшнине асăрханă, ырă ĕç тесе палăртнă, çакăншăн «çÿлтисене» тав тумалли анчах юлать. Кунта пирĕн ĕç уйрăмлăхĕ пирки те каласа хăварас пулать. Сан хăвăн темле чаплă тĕллев пултăр, хавхалануллă туйăм вĕресе тăтăр, анчах пĕччен, пĕр шухăшлă ушкăнсăр ним те тăваймастăн. Халăх искусстви тетпĕр те, анчах вăл хăйне хăй шăтса тухса чечек кăлармасть: репетицисем ирттермелли вырăн та, кĕпе-тумтир те, тухса çÿремелли автобус таврашĕ те кирлĕ. Тав Турра, программăна тăтăш çĕнетме, репетицисем ирттерме пирĕн майсем çителĕклĕ. Клубра ăшă, çутă, ăна çывăх вăхăтра юсаса çĕнетме палăртнă. Н.А. Николаева заведующий пирĕн ĕçĕн уйрăмлăхĕсене аван ăнланать. Ахальтен мар ăна Канаш район администрацийĕ «Чи лайăх культура ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыс турĕ.
Эпир хамăра темле майпа таçтан татăлса аннă пек туймастпăр, пиртен малтан та Вăтакас Татмăш клубĕнче колхоз хорĕ, пултарулăх ушкăнĕсем нумай çул халăха савăнтарнă. Ку ĕçе Людмилăпа Анатолий Тимофеевсем йĕркелесе пынă. Эпир вĕсен ĕçне малалла тăсатпăр.
– Халăх коллективĕсене ертсе пырасси, тÿрех калас пулать, канăçсăр ĕç, шалу вара нумаях тÿлемеççĕ…
– Искусствона, çав шутра халăх пултарулăхне чунтан юратни кулленхи чăрмавсене асăрхамасăр ĕçлеме хистет. «Аххаяс» (каярахпа «Укăлча») ачасен ансамбльне йĕркеленĕ вăхăт аса килет. Мĕн пурччĕ пирĕн малтанах? Шухăш кăна! Хăй вăйне çухатман, малалла туртса тăракан шухăш! Хамăр алăпа халăх инструменчĕсем тăваттăмăр, вĕсенчен хăшне-пĕрне Етĕрне районенчи Ачак ялне кайса туянса килеттĕмĕр. Кĕпе-тумтир туянма та укçи-тенки тупăнчĕ. «Цветы Чувашии», «Пĕчĕкçеç путене» фестивальсенче малти вырăнсене тухни хамăр вăя шанма вĕрентрĕ. Пурнăçра ман çăмăл мар самантсем те пулнă: ансамбле хупса шкултан тухса кайма тивнĕччĕ. Аякри ялта ĕçлесе пурăнтăм пĕр хушă, алла усмарăм. Эпир тăвакан ĕç халăха кирлине ăнланни пулăшрĕ мана, шанчăка çухатма памарĕ.
«Татмăш ен» фольклор ансамблĕ те йывăр вăхăтра йĕркеленчĕ. Культура çуртне ун чухне газ кĕртменччĕ-ха. Мĕн пулать те мĕн килет тесе пысăках мар ушкăн чăмăртарăмăр. Ăсталăх ÿснĕçемĕн йыш та хутшăнса пычĕ. Паян пултарулăх ушкăнне вăтăра яхăн çын çÿрет. Ансамблĕн хайĕн сасси, сăн-сăпачĕ пултăр тесе вырăнти йăласене сцена çинче кăтартма пуçларăмăр: ниме, туй, мăнкун, салтака ăсатни, пир çапни, вăйă тата ытти те. Хĕрарăмсем асламăшĕсенчен юлнă кĕпе-тумтире çĕнетсе халăх умне тухаççĕ. Çакна куракансем анчах мар, халăх пултарулăхне йĕркелесе ерт-се пыракансем те ырласа кĕтсе илеççĕ. «Акă вăл чăн-чăн фольклор», – тесе тĕрлĕ семинарсенче пире тĕслĕх вырăннне илсе кăтартни те пулнă. Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче Мускав, Саратов, Чулхула облаçĕсене, Крыма, Тутарстанпа Пушкăртстана çитсе чăваш юрри-ташшине кăтарт-рăмăр. Ăсталăха малалла аталантарас тесе фольклорпа анчах çырлахмастпăр, репертуарта хор юррисем те пур.
– Ывăлу Максим ашшĕ çулĕпе кайнă, вăл Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче Н.Ш. Караев преподаватель класĕнче баяниста вĕренет. Вăхăт хăвăрт иртет. Ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн консерваторине кĕрес пирки вăл шутлама пуçламан-и?
– Максим купăс сассине итлесе ÿсрĕ теме пулать. Вăл Канашри ачасен музыка шкулне çÿрерĕ, «Татмăш ен» фольклор ансамблĕпе концертсене, конкурссемпе фестивальсене тăтăш хутшăнать, унпа эпир П. Шоркин ячĕллĕ «Атăл çеммисем» Рес- публикăри фестиваль-конкурсра купăсçăсем хушшинче мала тухма пултартăмăр. Искусствори çулĕ ун пуçланать кăна-ха. Училище хыççăн тÿрех малалла вĕренме каяс тет е кăшт ĕçлесе пăхасшăн – йăлтах хăйĕн ирĕкĕ, эп хистес теместĕп.
«Халăх пултарулăхне сума сăвакан сăваплă», – çак каларăша аса илтерсе хавхалантарать фольклор ушкăнĕсене Республикăри халăх пултарулăхĕн Центрĕн пай ертÿçи Светлана Тяхмусова. Тахçан авал хывса хăварнă юрра-кăвве итлесен эпир несĕлсен кăмăлне туятпăр, вĕсен сассине илтетпĕр.
Валерий АЛЕКСИН калаçнă
Автор сăн ÿкерчĕкĕ