Çĕнĕ çул уявĕ умĕн Шăхасан сали витĕр иртекен «А-151» автотрассăн юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ.
Вĕсем тăватă çула пынă. Рабочисем çак тап- хăрта Кĕçĕн Çавал урлă хывнă кĕпере юсанă, çул урлă çынсене каçса çÿремелли каçă вырнаçтарнă, чăнкă тăвайкки çинчи тăпрана куçарса çула норматив шайне çитернĕ. Халĕ автоçул пахалăхĕ хальхи пурнăç ыйтăвĕпе тÿ-рремĕн килĕшсе тăрать.