Среда, 12 февраля, 2025
Главная > Публикации > Акци малалла пырать

Акци малалла пырать

«Юр десанчĕ» акци Канаш тăрăхĕнче малалла пырать. Кăçал ăна «Çĕнтерÿ десанчĕ» ятпа тытса пырĕç, пархатарлă ĕçе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă.

Çак тĕллевлĕ акципе килĕшÿллĕн шкул ачисем, кашни ялтах, вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăксемпе обелисксен таврашĕсене юртан тасатса тăраççĕ.

Çулталăкăн пуçламăш кунĕсенче асăннă акцие Анат Сурăм ялĕнче пурăнакан çамрăксем хастар хутшăннă. Аллисене кĕреçе тата шăпăр тытса вĕсем астăвăм вырăнне кĕске вăхăтра йĕркене кĕртнĕ. Çак пархатарлă ĕçе кашни çил тăман хыççăнах туса ирттерессине пĕлтернĕ.ф

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *