Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Асăрхануллă пулма ыйтатпăр

Асăрхануллă пулма ыйтатпăр

Республикăри васкавлă пулăшупа катастрофа медицинин центрĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре Çĕнĕ çул уявĕсенче петардăсене пула икĕ çын сусăрланнă. Вĕсенчен пĕри Канаш тăрăхĕнче пурăнакан 21 çулти каччă. Петарда унăн сулахай алă тупанне çурса янă.

Пиротехникăпа усă курнă чухне шар курнă çынсене пурне те републикăри клиника больницин травматологи уйрăмне илсе пынă. Петарда шартлатса çурăлнă сасăсене урамра халĕ те илтме пулать. Çавăнпа çамрăксене асăрхануллă пулма ыйтса калатпăр, самантлăх савăнăç ĕмĕр тÿрленми йăнăш патне илсе çитерме пултарассине яланах асра тытмалла.

Статистика пиротехникăна пула инкек тÿс- нĕ çынсен шучĕ Чăваш Енре чакса пынине палăртать. Енчен те 2023 çулта çак сăлтава пула сакăр çынна медицина пулăшăвĕ панă пулсан, пĕлтĕр медиксем патне тăватă çын пулăшу ыйтма пынă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *