Воскресенье, 20 апреля, 2025
Главная > Публикации > Ачасем хушшинче туслăх çирĕпленет

Ачасем хушшинче туслăх çирĕпленет

Златоуст хули ăçта вырнаçнине пĕлетĕр-и; Шăхасан шкулĕнче вĕренекенсем вара çак ыйту çине пĕр тăхтаса тăмасăрах хуравлама пултараççĕ. Златоуст Челябинск облаçĕнче вырнаçнă.  Ачасем унта металлурги производстви çирĕп аталаннине те пĕлеççĕ. Тавралла Урал тăвĕн илемлĕ пейзажĕ- сем куçа илĕртни те вĕсемшĕн вăрттăнлăх мар.

Шăхасан шкулĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсем кĕнеке хушшине хумалли закладкăсене пĕр-пĕрин хушшинче улăштармалли ятарлă проекта хутшăннă. Çак тĕллевпе Златоуст хулинчи 25-мĕш номерлĕ шкулта вĕренекенсене суйласа илнĕ. Ачасем аякри юлташĕсем валли закладкăсене ăсталанă чухне тăван ен культурине тĕпе хунă, вĕсем çине чăваш эрешĕсене вырнаçтарнă. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *