Шупашкарта йĕлтĕр спорчĕ енĕпе ăмăрту йĕркеленĕ. Унта Чăваш Ен спортсменĕсемпе пĕрле Мускав хулинчен тата Тутарстанпа Марий Эл Республикисенчен килнĕ йĕлтĕрçĕсем те хутшăннă.
Старта Канашри 7-мĕш шкулта вĕренекен хастарсем те тухнă. Вĕсем ирĕклĕ мелпе тупăшнă. Владимир Николаевпа Станислав Семенов Шупашкартан «бронза» медельсемпе таврăннă.