Хальхи вăхăтра «Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕ» общество организацийĕн председателĕн ĕçĕсене тулли кăмăлпа пурнăçлакан Улькка Эльменĕ ?Ольга Генадьевна Куликова/ пĕтĕм чăваш халăхне хайлав хыççăн хайлав çырса парнелет.
Унăн «Ма инçе-ши çăлтăрăм;», «Кая юлнă ÿкенÿ», «Çирĕп чунлисем телейлĕ», виçĕ томлă «Упраймарăм сана…» роман, «Пурнăç суланка лексен» тата ытти нумай кĕнекене хумханмасăр вулама май та çук.
Кăçалхи çул унăн «Интернетри юрату» повеçĕ вулакансене тыткăнлать. 16 çултан аслăрах ачасем валли çырнă кĕнекен ал çыравĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла шăрçаланă произведенисен 2023 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Повеçри ĕçсем вуннăмĕш класра вĕренекен яшсемпе хĕрсен тавра пулса иртеççĕ. Вĕсен кашнин пăшăрханăвĕ, шухăш-ĕмĕчĕ палăрать. Ашшĕ-амăшĕ ачисене пур чухне те ăнланаймасть, вĕсен пурнăç йĕркине йышăнмасть. Çавна май хирĕç тăру сике-сике тухать.
Патăрьел салинче çуралса ÿснĕ Наташа Егоровсен туслă çемйинче ÿссе çунатланнă. Галина Ивановна сутуçăра ĕçлет, Николай Максимович «Салют» ял хуçалăх предприятине ертсе пырать.
Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти кооператив институтне вĕренме кĕрет. Хăйĕн пулас савнине – Дима ашшĕ- не _ пĕрле вĕренекен Гришăна пĕрре курсах килĕштерет. Вĕсен хушшинче юрату туйăмĕ çуралать, анчах ваттисем каланă «Чыса çамрăк-ран упра» сăмахсене пачах та маннă çамрăксем. Вăхăт иртнĕ май пуян ашшĕ-амăшĕ-ллĕ савнийĕ Мускава тухса каять, Наташа пулас Димăна çуратма хатĕрленет.
«Халĕ ĕлĕкхи мар, ÿстерме çăмăлрах, çуратсан академи отпускĕ илĕп, кайран хулара ача садне вырнаçтарăп…, _ тесе шухăш авăрне путса хăйне хăй лăплантарать. Çапла ÿстерет те вăл Димăна.
Наташа институтран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухать. Банка ĕçлеме вырнаçать. Ĕçре 42 çулхи ĕçтешĕпе Степанпа çывăх хутшăнма пуçлать. Мĕнле калас, шăписем те пĕр евĕрлĕ вĕсен. Пĕрне _ арăмĕ, теприне _ юратнă çынни пăрахнă. Кĕçех вĕсен çĕр çине тепĕр пĕчĕк чун _ Лиза килет.
Пурнăçăн ку кукринче те ăна ăнмасть, вăл каллех суя капкăнне çакланать. Тавах, Дима ашшĕ _ Григорий Ильич Наумов _ Мускавра пысăк ĕçре вăй хурать, вăл Димăна уйăхсерен хăй ирĕкепе укçа ярса парса тăрать.
Вуннăмĕш класра вĕренекен Димăпа Наташа нимле те пĕр чĕлхе тупаймаççĕ. Çапла, кĕнекери ачасем хушшинчи самантсене вуланă май, хамăр та шкулта мĕнле вĕреннĕ, ун чухнехи паллă самантсем куç умне тухса тăраççĕ: тепĕр чухне хĕрачасем те арçын ачасенчен кулма пăхаççĕ, пуян ашшĕ-амăшлисем хăйсене мăн кăмăллă тытаççĕ…
Халĕ ачасен пурин те кĕсье телефонĕ пур, нумай вăхăта кĕнеке вуласа мар, телефонпа иртереççĕ вĕсем, унти вăйăсене сĕхечĕ-сĕхечĕ-пе выляса вăхăта усăсăр сая яраççĕ.
Ача мĕнле çемьере ÿснинчен килет, паллах, йăлт çавăнтан килет.
Григорий Ильичăн çĕнĕ çемйинче икĕ хĕр ÿсет _ асли Вероника, Дима пекех хура çÿçлĕ, кĕçĕнни _ Кристина.
Дима çапах Мускава хăнана кайса килес ĕмĕтне çухатмасть-ха.
Димăпа Катя хушшинчи туслăх пăсăлни çинчен те шухăша кайса вуламалла. Дима Лариса енелле те туртăнать.
_ Эпĕ Сидоровпа та ларма пултаратăп, _ тет Лариса. Ман телефон та аван ĕçлет. Ашшĕ-амăшĕ япăх çынсем пулнишĕн айăплă мар вăл. Те Ларисăпа ларнинчен савăнса Сидоров киле панă ĕçсене те йĕркеллĕ хатĕрлесе килме пуçлать.
Катя телефон урлă Арăсланпа палашать, пĕр-пĕ-рин патне вылянчăк пушă сăмахсем вĕçтернĕ хыççăн пурнăç çинчен те сăмах хускатма тытăнаççĕ. Арăслана килте ăнланманни, унăн сăмахĕсене шута хуманни пăшăрхантарать. Вăл ăçта пурăннине пĕлмесен те хĕре вăл инçех мар пурăннăн туйăнать. Çапах та вĕсем хăйсен чăн ячĕсене калама васкаççĕ.
Шкулта ачасем хăйсен вĕрентекенĕсене те кÿрентерме хатĕр. Повеçре Петровсен çемйинче иккĕмĕш ачи _ Коля, шкулта хăйне тытма пелмест. Пысăк ĕçре, нумай укçа-тĕн-келлĕ ашшĕ-амăшĕ ĕçрен ывăнса таврăнаççĕ, вĕсен кил-çуртри ĕçĕсене йăлтах Елизавета Петровна тарçă пурнăçлать.
_ Эсĕ амăшĕ, сан воспитани памалла! Эпĕ ĕçре ывăнатăп, киле вара канма килетĕп! Сирĕн пурте пултăр тесе тăрăшатпă, _ тесе кăшкăрать Эдуард Максимович. Линда Сергеевна та парăнмасть.
_ Эсĕ ашшĕ! Эпĕ те ĕçлетĕп, ывăнатăп! Коля вара алăка шанлаттарса хупать те урама тухса чупать.
Урамра киревсĕр çамрăксен аллине лекет, вĕсем те Ильес урă шăршласа кăмăллă уçакан наркотиксемпе туслă. Коля та çав атманах лекет. Уроксене çийелтен пурнăçланă хыççăн пуян ашшĕ-амăшĕ хÿттинче пурăнакан тÿрккес, кутăн ача интернетра вăхăтне ирттерет, вăйăсем вылять, çĕнĕ юлташсемпе паллашса хăйĕн вăрттăнлăхĕсене те палламан çынсен умĕнче уçать.
«Шкулти тата урамри пурнăç» ярăмра вуннăмĕш класра вĕренекенсене шкул директорĕ Никита Александрович хăйĕн мăшăрĕпе, вĕсене акăлчан чĕлхине юратма вĕрентекен Тамара Ивановнăпа хĕрĕх çул ытла пĕрле туслă пурăнни çинчен каласа панипе пуçланать. Директора шăп итленĕ хыççăн Коля Петров шкулта хăйне киревсĕр тытнине ачасем сивлеççĕ. Çапла, Алькеш поселокĕнче пурăнакан Петров хăйне кăна юратать. Юлташсене тĕксе яма, пĕчĕккисене хĕнеме, усал сăмахсем калама пултарать. Çакăншăн ăна паянхи кунччен никам та айăпламан. Сăмах вăйĕ пĕлтерĕшлĕ, сăмахпа çынна кÿрентерме те, çăлма та пулать.
Повеçре шкулта начартарах вĕренекен Ларисăна унăн тăван мар амăшĕ, ниçта та ĕçлемен Зинаида Ивановна иртĕхтерет, тăтăшах укçа парса хĕре пăсать. Ашшĕ Иван Николаевич хăйĕн сип-лев клиникине уçасшăн ырми-канми тăрăшать. Хĕрĕ вара компьютерпа «юлташсемпе» калаçса вăхăта ирттерет.
Повеçре Дима Лариса пирки çапла калать: «Вăл конфет хучĕ пек хитре. Пăхма илемлĕ, уçатăн та унта армутипе пиçене çăрса калăп- ланă хытă çаврашка. Тата вăл атте Мускавра пурăннишен çеç туслашрĕ манпа. Кам усă пама пултарать, çавăнпа туслашать. Кольăпа та…
Лариса Игнатьева та интернета пулах вăрă-хурах аллине çакланать. Ашшĕн укçине вăрласа «Пермь» хулинче пурăнакан «Никодим» шерепине лекет. Шел, çамрăксем, пурнăç инкек-синкекне тутанса курманскерсем, кашни çынра лайăххине çеç кураççĕ.
Шавлаççĕ, калаçаççĕ вуннăмĕш класс ачисем, вăхăтлăха Тамара Ивановна вырăнне йышăннă Ольга Алексеевна ?вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ, çак класри Катя амăшĕ/ урок хыççăнхи калаçура Витя Кольцов, Руслан Сидоров, Юра Соловьев, Даша Чугунова, Дима Егоров, Катя Кулагина тата ыттисем те. Вĕсем Коля Петров чăрсăрлăхне сивлеççĕ.
Çапла, çĕр çинче пач йăнăшман çын çук, анчах çирĕп чунлисем хăйĕн йăнăшĕ- семшĕн каçару ыйтма пултараççĕ. Пĕрре тунă йăнăша урăх тумалла мар, малалла ырă çулпа аталанмалла пек.
Коля Петров ун пек çын мар, кайран та çак чăрсăр ашшĕн çĕнĕ çăмăл машинипе наркăшпа усă курса хăвхаланса класри юлташĕ- семпе пысăк хăвăртлăхпа пырса ТАН ĕçченĕсен алне çакланать, тĕрĕссипе вĕсем ăна чарса вĕсене çăлса хăвараççĕ. Унта наркăмăш çăнăхне те тупаççĕ.
_ Çакăн пирки следователе епле каласа парас-ха ман; Ильяс та, ашшĕ-амăшне те шеллемĕç пĕр каç тĕл пулнă çĕçĕллĕ киревсĕр çынсем, _ тăна кĕрет Коля.
Каччă тимĕр решеткеллĕ читлĕхе лекет, колонние çакланать.
Çынсем кашни тĕрлĕрен, кашнин хăйĕн шăпи, пурнăçĕ.
Повеçре çак сăмахсем шухăша яраççĕ: «Илья Репинăн «Атăл çинчи бурлаксем» картина сана пурнăç çăмăл пулнине астутарсах тăтăр. Бурлаксем _ эпир, биржи вара _ пирĕн пурнăç… Куртăн-и, Бурлаксем хушшинче те ура тапса, пĕтĕм вăйран туртакансем пур. Çав вăхăтра теприсене шанса юлхавшăн туртакансем те пур. Пурнăç та çавăн пекех».
«Интернет саманинче пурăнатăр пулин те темиçе сехет, çĕрĕ-çĕрĕпе компьютер умĕнче ларнине эпĕ те хирĕç!» _ тет хăнана килне кукашшĕ Димăна. – Интернетра çеç ларнипе ăслă, пултаруллă çын пулаймăн, сывлăха çеç пĕтерен… Çынна пĕрмай ухмах тесе вăрçсан, вăл чăннипех те ухмаха тухать теççĕ психологсем. Çынна мухтани, пулăшни малалла ăнтăлма хавхалантарать, татах та тăрăшуллă пулма хистет.
Повеçре интернетра Катяпа Дима Арăсланпа Кăвакарчăн ятпа паллашаççĕ, Атăл хĕрринче тĕл пулса хăйсем камсем пулнине пĕлеççĕ.
«Атăл енчен хушшăн-хушшăн вирхĕнсе килекен ăшă çил варкăшĕсем вĕсен вăртăнлăхне ачашшăн упрама шăнтарчĕç».
Интернетра та усăлли нумай: çĕнĕ хыпарсене те, кирле чух усăллă ĕçсене те тĕплĕн пурнăçлама пулăшать. Авитора суту-илÿ ĕçĕ анлă сарăлнă. Унта тем туянма та, сутма та пулать. Тĕрлĕ сайтсем сахал мар. Хештегсем ?сăмахсем, символсем/ кăна лайăххине, хăвна кирлине çырса палăртмалла. Анчах пирĕн хушăра тĕрлĕ çын çÿрет, интернетра та сахал мар вĕсем.
Юрий НИКИТИН,
обществолла
корреспондент