Вторник, 29 апреля, 2025
Главная > Публикации > Йĕлтĕрçĕсем старта тухĕç

Йĕлтĕрçĕсем старта тухĕç

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва йыхравлать.

Кăçал вăл нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче иртĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халаллĕç.

Ăмăртăвăн тĕп лапамĕ Шупашкар хулинчи «Амазони» парк пулĕ. Унсăр пуçне республикăри кашни муниципалитетрах спортпа туслисем йĕлтĕр сырĕç. Çак йышра ватти те, вĕтти те пулĕ.

Ăмăртăва хутшăнас текенсен патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă регистраци  тухмалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *