Шупашкарти олимп резервĕн 5-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнче кĕрешÿ енĕпе турнир иртнĕ. Спортсменсем Иван Григорьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Сăмах май, Иван Геннадьевич Канашран тухнă паллă спортсмен тата ăста тренер.
Турнира Канаш хулинчи «Локомотив» спорт шкулĕнче хăйсен ăсталăхне туптакан атлетсем те йышлăн çитсе килнĕ. Вĕсем виçĕ «ылтăн», пĕр «кĕмĕл» тата виçĕ «бронза» медальсем çĕнсе илнĕ. Çак кăтарту ушкăна иккĕмĕш вырăна тухма май панă. Спортсменсене тата ăмăртăва хатĕрленĕ вĕсен тренерне çак курăмлă çитĕнÿпе саламлатпăр.