Кăшнаруй ялĕнче «Хамрăннисене пăрахмастпăр» ятпа волонтерсен ушкăнĕ чăмăртаннă. Унта çÿрекенсем Çĕнĕ çул уявĕнчи вăрăм кану кунĕсене пысăк усăпа ирттернĕ.
Тăхăр кун хушшинче ял хастарĕсем техникăна хÿтĕ- леме пулăшакан 22 тетел çыхса хатĕрленĕ. Пархатарлă ĕçе пурнăçлама кăшнаруйсене Констанин атте нумай пулăшса пырать. Пачăшкă яла кирлĕ хатĕрсем кÿрсе килет, çыхнă тетелсене Шупашкара леçсе парать.