Раççей ДОСААФĕн Канаш районĕн- чи уйрăмне 1987 çултанпа Викентий Владимиров ертсе пырать. Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче унта отчетпа суйлав пухăвĕ иртнĕ. Аса илтеретпĕр, çак процедăруна пилĕк çулта пĕрре йĕркелеççĕ.
Канаш тăрăхĕнче Раççей ДОСААФĕн пуçламăш 10 уйрăмĕ ĕçлет. Вĕсенчен 9-шĕ шкулсенче вырнаçнă. Çавна май делегатсен йышĕнче шкул директорĕсемпе вĕрентекенсем те тăраççĕ. Пĕтĕмпе вĕсем _ 13-ĕн. Палăртнă кун конференцие 10 делегат килнĕ.
Раççей ДОССАФĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕн председательне вĕсем уçă сасăлавра палăртнă. Асăннă организацие тата тепĕр пилĕк çул ертсе пымашкăн Викетний Владимировах шаннă.
Викентий Иванович Канаш тăрăхĕн общество пурнăçне хастар хутшăннине, çав вăхăтрах тĕрлĕрен ăмăрту йĕркелесе ирттерме пулăшнине те палăртмалла.