Среда, 30 апреля, 2025
Главная > Публикации > Сухан вăрлăхне аллама тытăннă

Сухан вăрлăхне аллама тытăннă

«Канмаш» агрофирмăра севок суханăн вăрлăхне аллама пуçланă. Ятарлă агрегатсем вăрлăха çÿп-çапран тасатнипе пĕрлех ăна виçĕ ушкăна уйăраççĕ. Пĕр сменăра станоксем урлă 3-4 тонна пахча-çимĕç вăрлăхĕ тасалса тухать. Станоксен умĕнче таврари ялсенче пурăнакансем тăраççĕ.

Хуçалăхăн ĕç тăвакан ертÿçи Валерий Лапшин пĕлтернĕ тăрăх, шултра тата чи вĕтĕ сухан сутлăха каймĕ, вăтам калăпăшлине туянма вара çынсем чылай малтан заявкăсем парса хунă.

Аса илтеретпĕр, Канаш тăрăхĕнче суханпа «Канмаш» агрофирма кăна ĕçлет. Хуçалăх ĕçченĕсем пахча çимĕç лаптăкне çулран çул ÿстерсе пыма тăрăшаççĕ. Енчен те иртнĕ çулта сухан анисем вунă гектар йышăннă пулсан, кăçал унăн лаптăкне 35 гектара çитерме палăртаççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *