Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Чумакова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне парса чысланă.
Паттăр салтака кăшт маларах Георги хĕресĕн 4-мĕш степеньлĕ орденĕпе наградăлани çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ.
Александр Александрович çар службинче 17 çул тăрать. Аслă сержант ятарлă çар операцийĕ пуçланнă кунтанпах фронтра. Канаш тăрăхĕ паттăр ентешпе мăнаçланать.