Тури Сурăм ялĕнче хоккей енĕпе ăмăрту иртнĕ.
Пăр çине вырăнти çамрăксен ушкăнĕ тата Канаш хулинчи «Локомотив» спорт шкулĕнчен килнĕ хоккеистсем тухнă. Турнир питĕ хĕрÿ иртнĕ. Çивĕч тупăшура турисурăмсем канашсене 5:3 шутпа парăнтарнă. Килте стенасем те пулăшаççĕ тесе ахальтен каламан-тăр халăхра. Саламлатпăр.