Сиккасси шкулне ятарлă çар операцине хутшăннă салтак Роман Шыныр пырса кайнă.
Вăл хăй те çак шкулта пĕлÿ илнĕ, салтакран таврăнсан каччă контракт çырнă. Хальхи вăтра çар çынни кĕске отпускра.
Шкула Роман Сергеевич çарти бронежилетне илсе пынă. Ăна ачасем тăхăнса пăхма пултарнă, унăн йывăрăш виçине шута илнĕ. Кайран салтак çапăçу хирĕнче аманнă юлташĕсене еплерех майпа пĕрремĕш пулăшу панине кăтартса панă. Фронта пуçтарса ăсатакан гуманитари пулăшă- вĕшĕн кашнине тав тунă.