«Хĕвел анăç фрончĕ. Варшава çулĕ» пĕтĕм халăхсем хушшинчи экспедицие хутшăннă шырав отрячĕсен ертÿçисем Канашра пулнă.
Чи малтанах вĕсем хулари Мухтав монуменчĕ çумĕнчи ĕмĕр сÿнми çулăм умне чĕрĕ чечексем хунă.
Унтан хăнасем Янклăлч шкулне çул тытнă. Шыравçăсем пĕлÿ çурчĕнчи Çарпа Ĕç мухтвĕн музейĕпе паллашнă. Унтан шырав отрячĕсен ертÿçисем çавра сĕтел хушшине ларнă, çĕнĕ шырав сезонĕн ĕç планне пăхса тухнă тата çавăн пекех патриотла мероприятисемпе слетсен графикне çирĕплетнĕ.