Нумаях пулмасть Канаш хулинче пурăнакан Дмитрий Дмитриевичпа Вера Ивановна Бойчуксем хăйсен «ылтăн» туйне паллă тунă.
Вĕсен туслă çемйинче пĕр ывăл çитĕннĕ. Игорь, юратнă мăшăрĕпе, çывăх çыннисене икĕ мăнук парнеленĕ. Иванпа Варвара хăйсен çитĕнĕвĕпе ашшĕ-амăшне тата аслашшĕпе асламăшне тăтăшах савăнтараççĕ
Ырă йăлана пăхăнса, Дмитрий Дмитриевичпа Вера Ивановна Бойчуксене, ЗАГСри çемье юбилярĕсен Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Телейлĕ мăшăра çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул сунатпăр.