Хĕллехи тапхăрта Канаш тăрăхĕнчи çулсене юртан тасатса тăма виçĕ подрядлă организаципе килĕшÿ тунă.
Вĕсем _ Макаров фермер, Семенов услам-çă тата «Транспортник» тулли мар яваплă пĕрлĕх. Çав вăхăтрах ял урамĕсен хушшинчи çулсене йĕркере тытса тăма тата çирĕме яхăн подрядчика палăртнă.
Муниципаллă контрактпа килĕшÿллĕн кашни подрядчик патнех çулсене юртан вăхăтра тасатса тăмалли çинчен округ пуçлăхĕн ятарлă хушăвне çитернĕ. Вĕсен ĕçне вырăнта пурăнакансем хăйсем те хак пама пултараççĕ. Аса илтеретпĕр, нумай хваттерлĕ çурт таврашĕнчи йĕркене управляющи компани тытса тăрать.