Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Çĕнĕ çул Кубокĕшĕн тупăшнă

Çĕнĕ çул Кубокĕшĕн тупăшнă

Кăрлач уйăхĕн малтанхи эрнинче, Канаш тăрăхĕнче çулсеренех волейбол енĕпе Çĕнĕ çул Кубокне йĕркелеççĕ. Вăйă йĕркипе кашни ушкăнрах каччăсемпе пĕрле икĕ хĕр тата 50 çултан иртнĕ пĕр спорт ветеранĕ пулмалла. Çакă вăййа калама çук интереслĕ туса ирттерме май парать.

Кăçал Шăхасанти «Импульс» спорт комплексне çакнашкал йышран тăракан вунă команда пуçтарăннă. Финала яланхиллех тăва- тă ушкăн тухнă. «Метеор» пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, «Байгильдино» иккĕмĕш вырăна тухнă, «Викингсем» виççĕмĕш пулнă. Финала лекнĕ ушкăнсен йышĕнче районти тĕп больницăн спортсменĕсем те пулнă. Вĕсен _ тă- ваттăмĕш кăтарту.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *