Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Ĕçри ăнăçлăх  хамăртан килет

Ĕçри ăнăçлăх  хамăртан килет

Ял хуçалăх предприятийĕсенче иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетеççĕ. Халĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çанă тавăрса тытăнма вăхăт. Округри ял хуçалăх производстви 2024 çула мĕнле кăтартусемпе вĕçленĕ-ха; Ял хуçалăхĕн хăш отраслĕ тупăшлăрах ĕçленĕ, хăшĕнче вара çитменлĕхсем пур;

2024 çулта округри хуçалăхсенче 420,2 тонна ?виçĕм çулхипе пăхсан 105,8 проц./ аш-какай туса илнĕ. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ аш-какай илессине ÿстернĕ. «ПутьЛенина», Киров ячĕллĕ ЯХПКсем, Степанов, Данилов, Николаев, Семенов, Герсаимов тата ытти хресчен-фермер хуçалăхĕсем аша виçĕм çулхинчен ытларах туса илнипе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх йышне те сыхласа хăварма пултарнă. Туса илнĕ аш-какайăн мĕнпур калăпăшĕн 91,8 проценчĕ _ ĕне выльăх ашĕ, 5,3 проценчĕ _ кайăк-кĕшĕк ашĕ, ытти аш виçи _ 2,9 процент. 

Округра иртнĕ çул пĕтĕмпе 6377,1 тонна сĕт суса илнĕ, ку кăтарту виçĕм çулхинчен кăшт пĕчĕкрех. Киров ячĕллĕ, «Хучель» хуçалăхсенче тăрăшакансем, Никонов, Макаров, Николаев, Герасимов тата ытти чылай фермер 2023 çулхипе танлаштарсан сăвăм кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатнă.

Пĕр ĕнерен вăтамран 5249 кг сĕт суса илнĕ ?виçĕм çулхинчен пысăкрах _ 101,3 проц./. Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕнче сăвăм шайĕ чи пысăкки, унта кашни ĕнерен 7756 килограмм сĕт сунă. Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Атнашри сĕт-çу ферминче çак кăтарту 6825 килогрампа танлашнă. Николаев хресчен-фермер хуçалăхĕнче кашни ĕне вăтамран 6618 килограмм сĕт антарнă.

Выльăх апатне районта çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă, сĕт хакĕ тивĕçтерет.  Çавăнпа та ĕне выльăх йышне сыхласа хăвармалла кăна мар, ăна ÿс- терсе пырассишĕн тăрăшмалла. Кирек хăçан та хуçалăх экономикине пысăк пулăшу тата тупăш кÿрекенни сĕт пулнине манмалла мар.

Усă куракан 100 га çĕр пуçне 2024 çулта 40,6 ц ?2023 çулта _ 36,5 ц/ аш-какай, 616,6 ц сĕт илнĕ. Чи лайăх кăтартусем Киров ячĕллĕ хуçалăхăн.

Кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне округра мăйракаллă шултра выльăх 3209 пуç шутланать, 2023 çулхи ку вăхăт тĕлне илсен 91,5 процентпа танлашать. Фермăсенче ĕç условине лайăхлатса пыма тăрăшмалла, йывăр ĕçсене механизацилемелле.

Ĕнесен шучĕ _ 1198 пуç, пĕлтĕр 1242 пуç пулнă. Хуçалăхсенчен нумайăшĕ ĕне выльăх йышне ÿстерме пуçларĕ, фермерсем те ?Никонов, Николаев/ ку енĕпе пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Киров ячĕллĕ хуçалăх, тĕслĕхрен,  выльăх- чĕрлĕх отрасльне аталантарса пырса çуллен пысăк тупăш илет. Пирĕн округра ку енĕпе камран тĕслĕх илмелли пур-ха хальлĕхе.

Округра Волынкин хресчен-фермер хуçалăхĕ сурăх ĕрчетессипе ĕçлет. Вăл пĕтĕмпе 474 пуç тытать.

Мĕнпурĕ 1201 пуç пăру илнĕ ?2023 çулта _ 1359/. «Урюм», «Исток», «Хучель» хуçалăхсенче тата Степановпа Никонов фермерсем пĕлтĕр виçĕм çулхинчен ытларах пăру илнĕ.

Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 547 грамм ÿт хушнă. Чи лайăх кăтартусем _ «Путь Ленина», Киров ячĕллĕ ЯХПКсенче, Никонов, Николаев, Герасимов, Семенов, Леонтьев фермер ?хресчен/ хуçалăхĕсенче. Эпир хамăр фермăсенчи выльăхсене талăкра 600-шар грамм таран ÿт хуштарма пултартăмăр тăк, çавăн чухне тин выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăшлă теме пултаратпăр. Пĕтĕмпех апат рационĕнчен тата выльăхсене мĕнле условисенче тытнинчен килет.

Витере тăракан выльăхсем валли тивĕçлĕ условисем туса памалла. Вĕсене тутлăхлă япаласемпе пуян апат çитермелле. Ĕнене куллен таса шыв ĕçтермелле. Витесенчи микроклимат çинчен те манмалла мар: выльăхсен сывлăхне лайăхлатма,   вĕсен    тухăçлăхне ÿстерме майсем туса памалла. Çут çанталăкри сывлăш температурине пăхмасăр витесене кашни кун уçăлтармалла.          

Паллă ĕнтĕ, ăçта выльăх ĕрчетес отрасль аталаннă, çав хуçалăх ура çинче çирĕп тăрать. Фермăра ĕç-пуç йĕркеллĕ пулсан хуçалăх экономики те вăй илет. Ĕçри ăнăçу вара никамран та мар, пĕр хамăртан кăна килет.

Сергей ВАСИЛЬЕВ,

ял хуçалăх пайĕн тĕп

эксперт специалисчĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *