Канашри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр специалисчĕсем хула больницине _ хĕрарăмсем ача çуратакан уйрăма васканă. Медицина ĕçченĕсем, маларах, çамрăк хĕрарăм тин çуралнă ачипе йывăрлăха лекнине пĕлтернĕ.
Ача амăшĕн, больницăран тухсан, пĕчĕк пепкипе хÿт-лĕх тупмалли уйрăм кĕтес тата ачине тумлантармалли япаласем пулман.
Социаллă сферăра тăрăшакансем амăшĕпе ачине тÿ-рех пулăшма васканă. Сиплев çуртне хăйсемпе пĕрле ача япалисем илсе пынă, умри йывăрлăхсене пĕрле татса пама шантарнă.

