Республикăра Правительство кунĕсем иртни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Чи малтан вĕсене Улатăр тата Пăрачкав тăрăхĕсенче старт панă пулнă. Халĕ Чăваш Ен Правительствин кунĕ Вăрнар округĕнче иртнĕ.
Регион ертÿçи Олег Николаев ĕçлĕ çул-çÿреврен таврăннă хыççăн Вăрнар тăрăхĕнче çитес вăхăтра шăнтнă фри çĕр улмине кăларма тытăнасси çинчен пĕлтернĕ.
Палăртса хăварар, хальхи вăхăтра Вăрнар тăрăхĕн- че 13 инвестици проектне пурнăçлама хатĕрленеççĕ. Пĕтĕмпе _ 2,3 миллиард тенкĕлĕх.
Хамăр инф.

