Çынсем аякка пурăнма тухса кайсан та тăван тăрăхпа çыхăнăва татманни савăнтарать. Çак йышра хăйсем çуралса ÿснĕ яла тĕрлĕ енлĕ пулăшса пыракансем те пур. Вĕсенчен пĕри _ Наталия Михайлова. Вăл Асхва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ çемйипе Тюмень облаçĕнче ĕçлесе пурăнать.
Наталия Николаевна строительство бизнесне тытса пырать. Иртнĕ çулта вăл Асхва ялĕ валли пилĕк спорт оборудованийĕ туянса панă. Вĕсем пурте урамра вырнаçтармаллискерсем. Усламçă çул укçин тăкакĕсене те йăлтах хăйĕн çине илнĕ. Урам хушшисенче вĕсене ял çыннисем лартса тухнă. Асхвасем пултаруллă ентеше çак пысăк парнешĕн тав тăваçççĕ.