Красноярск хулинче ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен Иван Ярыгинăн Кубокĕ иртнĕ. Асăннă турнир тĕнчери 23 çĕршывран 450 ытла атлета йышăннă. Çак ăмăртăва пирĕн ентеш Вероника Чумикова та хутшăннă.
Вăл 57 килограма çитичченхи виçе категорийĕнче тупăшнă. Финалта пирĕн ентеш Узбекистан хĕрĕпе тĕл пулнă, ăна парăнтарса «ылтăн» медаль çĕнсе илнĕ. Вероникăна тата унăн тренерне çак пысăк çитĕнÿпе саламлатпăр.
Палăртса хăварар, пултаруллă пике хăйĕн ăсталăхне Олимп резервĕн 3-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнче туптать.

