Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен Елена Миронова Раççей шайĕнчи «Манăн чи лайăх урок» конкурсра çĕнтернĕ. Професси ăсталăхĕн тупăшăвне пирĕн çĕр-шыври 200 педагог хутшăннă. Кашни хă- йĕн ăсталăхне çÿллĕ шайра кăтартса пама тăрăшнă.
Елена Алексеевна Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче тивĕçлĕн хÿтĕлесе пĕрремĕш вырăна тухнă, пултаруллă ентеше «Педагог-наставник» медальне парса хавхалантарнă. Палăрта хăварар, асăннă конкурсра Елена Миронова 2018 çулта та малти вырăна тухнă пулнă, ун чухне вăл «Пĕлÿ ĕçĕнче службăра тăнăшăн» медале тивĕçнĕ.