Воскресенье, 20 апреля, 2025
Главная > Публикации > Стипенди парса хавхалантарĕç

Стипенди парса хавхалантарĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри пултураллă яшсемпе хĕрсене хавхалантарас тĕлĕшпе çулсерен ятарлă хушу кăларать.

Унпа килĕшÿллĕн республикăри пĕр пин çамрăк çулталăк хушши уйăхсерен стипенди илсе тăрать. Стипендин кашни уйăхри виçи, 2023 çулта индексаци тунă хыççăн, 2500 тенкĕпе танлашать.

Кăçалхи стипендиатсен йышĕнче Канаш тăрăхĕн пултаруллă 32 çамрăкĕ пур. Вĕсенчен 15-шĕ _ шкулта вĕренекен хастарсем, 8-шĕ _ вĕренÿре лайăх ĕлкерсе пыракан студентсем, 5-шĕ _ спортра пысăк çитĕнÿ тăвакан яшсемпе хĕрсем, 4-шĕ _ округ аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлекен çамрăксем. Вĕсен кандидатурине, конкурс комиссийĕ, республикăран килнĕ икĕ пин ытла заявкăран суйласа илнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *