Ямпах ялĕнче пурăнакан Антонина Андреева тăхăр вунă çул тултарнă. Вăл Улаксар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чылай çул хушши Канашра, строительство материалĕсем туса кăларакан заводра, вăй хунă. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Антонина Васильевна мăшăрĕпе Анатолий Григорьевичпа пилĕк ача ÿстернĕ. Вĕсем çывăх çыннисене 11 мăнук парнеленĕ. Хальхи вăхăтра мăнукĕ-сен пилĕк ачи çитĕнет.
Юбиляра сумлă çуралнă кунпа вырăнти территори пайĕн специалисчĕ Алевтина Игнатьева тата артистстен «Хелхем» пултарлăх ушкăнĕ саламланă. Çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал тата тулли телей суннă.

