Чăваш Енри паллă критик, литература тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Чăваш Патшалăх премийĕн лауреачĕ Юрий Артемьев «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Юрий Михайлович пирĕн ентеш, вăл Сиккасси салинче çуралса ÿснĕ. Юрий Артемьева тава тивĕçлĕ ят парасси çинчен хушăва Чă-ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче алă пуснă.