Раççейре пурăнакансен Телеграмне сиен кÿрекен вирус салатаççĕ.
Ултавçăсем чеен хăтланаççĕ. «Это ты на видео;» _ тесе файл ярса параççĕ. Ăна уçсан телефона вирус ерет, вăл мĕнпур информацие вулама пултарать, сиен кÿрекен файла ыттисене ярса парать.
Тимлĕ пулăр! Пĕлĕш-юлташа асăрхаттарăр!
Пĕлмен номертан килекен çырусене уçса вулассинчен тытăнса тăрăр.