Пятница, 11 сентября, 2026
Главная > Публикации > Типой хуттăрĕ ӳссе ларайман

Типой хуттăрĕ ӳссе ларайман

«Раççей патшалăхне пĕр çирĕм çул лăпкăн аталанма май туса парсан ăна эсир паллаймăр та…» Çапла хăюллăн çирĕплетсе каланă Раççей империйĕн правительствине ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче ертсе пынă П.А. Столыпин хăй пуçласа янă реформăсем пурнăçа кĕрессе çирĕп шанса.

1906 çулхи чÿкĕн 9-мĕшĕнче тухнă саккунпа килĕшÿллĕн çĕр ĕçлесе пурăнакансене хăйсем усă куракан ана-çарана харпăрлăха куçарма ирĕк панă. Анчах пысăк улшăнусем «çÿлтен» килнĕ пулин те хура халăх ĕмĕртен килекен йĕркесене пăрахăçа кăларма васкаман.

Уйрăм ялсенче, çав шут-ра чăваш вулăсĕсенче те, çĕнĕлле пурăнса пăхас текенсен пĕчĕк ушкăнсем е уйрăм çынсем тупăнкаланă. Çакна Чăваш Республикин истори архивĕнче упранакан çĕр планĕ те çирĕплетет. Ăна Çĕрпÿ уесĕнчи Мами вулăсне кĕрекен Анаткас Татмăш, Вăтакас Татмăш тата Пукăртан ялĕсен çĕрне уйрăм çынсене касса панă май хатĕрленĕ.

№ 683 копия

План Казанской губернии Цивильского уезда в части надельной земли селений Нижния и Средния Татмыши и Богурданъ, выделенной в единоличное владение десяти домохозяйств крестьян названных селений. Означенная земля состоит в деле специального межевания под названием пустошь «Тибой» (Т-). В деле натурально производил и план сей составлял в 1911 году Землемер Землеустроительных Комиссий Кузнецов. План составлен по меридиану генерального межевания, от которого магнитная стрелка отклонилась в сторону на 9.45 градусов. Всего выделено земли сорок восемь целых и пятьдесят шесть сотых десятины. Сколько земли состоит в каждом участке и в чьем владении, о том значится в экспликации настоящего плана.

Подписи

Губернский землемер

Уездный землемер

«Крестьянское землевладение Казанской губернии» справочник тăрăх, 1911 çул тĕлнелле çÿлерех асăннă Тат-мăш общини виçĕ яла пĕрлештерсе тăнă (1099 çын), усă курмалли çĕр 1785.5 теçеттин пулнă. Вунă çемье харпăрлăха уйăрттарнă çĕр лаптăкĕ 48.56 теçеттин шутланнă. Ку виçĕ ялпа усă куракан çĕрĕн 2.7 проценчĕ шутланнă,

– Куратпăр ĕнтĕ, кунта пурăнакансен ытларах пайĕ нумай-нумай вулăссенчи хресченсем пекех çÿлерех асăннă çĕр реформине йышăнма иккĕленсе тăнă, – каласа парать истори наукисен кандидачĕ В.Г. Харитонова асăннă çĕр планĕпе паллашнă хыççăн. – Çĕр кастарса илес текенсен ял халăхне хирĕç кайма тивнĕ, пысăк общинăсенче тăракансене пĕр чĕлхе тупма уйрăмах йывăр пулнă. Саккун çĕре сутма е арендăна пама ирĕк панă, çавна пула ана-çарана ял çыннисем анчах мар, ют çынсем те туянма пултарнă, вăл алран-алла кайни никама та килĕшмен. Хăш чухне касса панă лаптăксем халиччен усă курнă çулсемпе сукмаксене пÿлсе хунă, ял çыннисене çакă та тарăхтарнă. Ытларах чухне уйрăлса тухакансене аякри çĕрсене, çырма-çатра хĕрринчи пулăхсăр саплăксене, кĕрсе тухма кансĕр вырăнсене касса панă. Типой çĕрне илес пулсан, вăл ялтан 4-5 çухрăмри вăрман тепĕр енче пĕр вăхăт усăсăр выртнă.

– Эпĕ çуралса ÿснĕ Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси çĕрĕсем шăпах Типой текен вырăнпа чикĕленеççĕ, – калаçăва хутшăнать истори наукисен кандидачĕ Д.В. Басманцев. – Эпир çак вăрман кĕтессине Татмăш тăрри, кунти сăрта Татмăш тăвайкки тетпĕр. 1930-мĕш çулсенче ку вырăна Кĕлĕмкасси çыннисем куçса ларнă, Алшик тата Мереçен ялĕсем никĕсленĕ. Алшикрен инçех мар, сылтăм енче, кив масар вырăнĕ пур. Унта аваллăхпа кăсăкланакансем ĕлĕкхи укçасем, хăлха çаккисем тупаççĕ. Археологсем ку япаласене 18-мĕш ĕмĕрте чăваш тĕнĕпе пурăнакансем хурса хăварнă теççĕ. Ку вырăнта Пукăртан ялĕн масарĕ пулман-ши?

Пукăртан ялĕнче пурăнакан Р.Г. Иванов (1954 çулта çуралнă) каланă тăрăх, Татмăш ял тăрăхĕнчи çĕр чиккисене тăррине каснă хыр ларт-са «Т» саспалли пек паллă тунă. «Ку йышăннă çĕр, кунта куçса ларма юрамасть», – тенине пĕлтернĕ çакă. Татмăш вăрманĕн тепĕр енче вырнаçнă Типой текен пысăках мар лаптăка Пукăртан ялĕнче пурăнакансем тырă акса усă курнă. Акă 1914 çулта çуралнă М. Краснов каласа панă тăрăх, çав вырăна вăл ача чухне ашшĕпе кĕлте турттарма çÿренĕ. Типой çĕрĕ пĕр вăхăт сухаламасăр выртнă пулас, унта кĕлĕмкассисем кĕрсе кайса усă курма тытăннă. Çакă пукăртансене килĕшмен, вĕсем тытса илнĕ çĕре каялла вăйпа тавăрма хăтланса пăхнă, анчах май килмен. Тавлашу нумая пыман: кĕлĕмкассисем пукăртансене пуçтарса лайăх хăналанă та выртакан çĕрпе хуçи ирĕк панипе («припущеннничество» текен йĕркепе) усă курма пуçланă. Тавра пĕлÿçĕ кун пирки ваттисем каласа панине çырса илнĕ.

Типой çĕрĕн карттине Кузнецов çĕрвиçевçĕ хатĕрленĕ, ун копине уесри çĕрвиçевçе тутарнă, хăйĕн пулăшаканĕсене тĕрĕслеттерсе ал пустарнă. Унта Кĕлĕмкассипе Хурамал ялĕсен чиккисене, Путиловка ялĕн пушă выртакан хирĕн чиккине, Татмăш вăрманне, Типой юхан шывне, унти çырма-çатрасене, вăрман урлă Пукăртан ялĕнчен Кĕлĕмкассине тухакан тÿрĕ çула (Крама) палăртса хăварнă. «Экспликация» пайĕнче çĕр илекенсен списокĕ пур, унта кама мĕн чухлĕ çĕр уйăрса панине кăтартнă.

Ял çĕрне уйрăм çын аллине парасси мĕнле йĕркепе пулса пынă-ха? Саккунпа кашни кил хуçи хăй халиччен усă курнă çĕре хутор тума е кил вырăнне улăштармасăр касса илсе усă курма пултарнă. Чăн малтан ун çакăн пирки евитлесе ял старостине хут çырса памалла пулнă. Ыйтăва ял (община) халăхне пуçтарса татса панă, пухăннисенчен çурри ытла майлă сасăласан ыйтнине тивĕçтернĕ. Енчен те ĕçе пĕр уйăхра татса параймасан ыйтакансен земство пуçлăхĕ патне кайма тивнĕ. Тавлашуллă ыйтусене те земство пуçлăхĕ татса панă.

Çÿлерех асăннă çĕр планĕпе паллашсан эпир çакна куратпăр: Кузнецов çĕрвиçен Василий Тимофеев хресчене 13.16 теçеттин таранах касса панă, Павел Филиппова 6.52 теçеттин, Ефим Осипов ачисене 6.34 теçеттин тивĕçнĕ, ыттисене виçшер теçеттин ытла кăна лекнĕ. Саккун вара кашнинех пĕр тан касса пама хушнă, анчах унта тĕрлĕ йывăрлăхсене татса памалли статья кĕртсе хаварнă: нумайрах çĕр кастарас текенĕн ытлашши пайĕ- шĕн укçа тÿлемелле пулнă. Хайхи Василий Тимофеевăн общинăна 10 теçеттиншăн, Павел Филипповăн 3 теçеттин ытларахшăн, Ефрем Осипов ачисен 3 теçеттиншăн тÿлемелле пулнă. Вăл тапхăрта Анаткасра 72 çемье, Вăтакасра 75 çемье, Пукăртанта 55 çемье çĕр ĕçĕпе пурăннă, кашни арçынна 3.3 теçеттин çĕр лекнĕ.

Татмăш общининчи çÿлерех асăннă вунă çемье çĕр реформин «тивлечĕпе» илнĕ лаптăксемпе усă курма тытăннă-ши? Кун пирки ялта нимле документ та, çырса илнĕ асаилÿ те сыхланса юлман. Историрен çакă паллă: П. Столыпин ертсе пынипе хатĕрленĕ саккунсене 1917 çулта пăрахăçланă. «Çĕр çинчен калакан Декретпа» килĕшÿллĕн çĕре халăх пурлăхĕ тесе хак-ланă, ăна ĕмĕрлĕх усă курма ĕç халăхне тавăрса панă. Колхозсем тусан çĕрпе каллех ушкăнпа усă курнă. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем салансан ана-çарана халăха валеçсе панă.

Валерий АЛЕКСИН

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *