Чăваш Енре виçĕ саккун проектнеĔ Министрсен Кабинечĕн темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртессинеĔ тата ытти ыйтăва пăхса тухнăĕ
Чи малтанах – налуксемпе çыхăннă саккун проекчĕĕ Пĕрремĕш вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков республикăн çар комиссариатĕнчен службăна кайнă ентешсенеĔ ятарлă çар операцине хутшăнакансенеĔ 150 лаша вăйĕ таран хăватлă пĕр автомобильшĕн транспорт налукĕнчен туллин хăтарнине аса илтернĕĕ Çак норма асăннă категорие хайхи çăмăллăхпа туллин тивĕçтерместĕ
Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе саккуна кĕртмелли улшăнусене хатĕрленĕ – вĕсемпе килĕшӳллĕн СВОна хутшăннă ентешсем асăннă çăмăллăхпа ăçта контракт тунине пăхмасăр усă курма пултарĕçĕ 2024 çулшăн транспорт налукне вĕсен те тӳлемелле пулмĕĕ
Михаил Геннадьевич уçăмлатнă тăрăхĔ асăннă çăмăллăхпа çыхăннă тӳрлетĕве симĕс çутă панă май республикăн пĕрлехи бюджечĕн тухса ӳкекен тупăшĕ 200 пин тенкĕ патнелле пулĕĕ Çавăн пекех саккун проекчĕ республика территорийĕнче вăйра пулнă тепĕр çăмăллăхаĔ çут çанталăк газĕпе ĕçлекен автобуссемпе тата груз турттаракан автомобильсемпе усă куракан организацисемпе предпринимательсен транспорт налукне 50: чакараканскереĔ тата виçĕ çуллăха – 2028 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен тăсассине çирĕплететĕ Ку сĕнĕве те министр цифрăсемпе сăлтавланă, виçĕ çул каялла республикăра мотор топливи вырăнне çут çанталăк газĕпе усă куракан 993 автомобиль пулнăĕ 2024 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вара унашкаллисен шучĕ 1Ĕ2 пинрен иртнĕ.