2024 çулта ЗАГС уйрăмне уйрăлма пынă 144 мăшăр шухăшне улăштарнă.
Çакна регионта пуçарнă ятарлă проект та витĕм кÿнĕ. Унпа килĕшÿллĕн хутшăнусем çивĕчленнĕ çемьесене психолог пулăшать.
Пĕлтĕр Чăваш Енре 4 пин те 10 мăшăр уйрăлнă, çакă 2023 çултипе танлаштарсан 4 процент сахалрах.
Кăçалтан мăшăртан уйрăлма темиçе хут хаклăрах. Тен, çакă та çемьери килĕшÿпе юратăва сыхласа хăварма пулăшĕ.

