Понедельник, 28 апреля, 2025
Главная > Публикации > Хамрăннисене пăрахмастпăр

Хамрăннисене пăрахмастпăр

«Хамрăннисене пăрахмастпăр» ятпа чăмăртаннă волонтерсен юхăмĕ Кăшнаруй тăрăхĕнче вырнаçнă. Унта çÿрекен хастарсем ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене пулăшу кÿрес енĕпе пысăк тÿпе хываççĕ.

Çак кунсенче, ушкăн ертÿçине Оксана Никонорована, вырăнти çар комиссарĕ Евгений Семенов Тав çырăвĕ парса чысланă. Кăшнаруйсен пархатарлă ĕçĕ чăннипех те курăмлă, вĕсем гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕрлес енĕпе округ-ра малтисен йышĕнче пыраççĕ.

Пĕлме, Оксана Олеговна ялти вулавăшра тăрăшать, волонтерсен юхăмне вĕсем Константин аттепе пĕрле 2023 çулта йĕркелесе янă. Ырă пуçарăва кăшнаруйсем хапăл туса йышăннă, фронта кашни вăй çитернĕ таран пулăшса пыма тăрăшать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *