Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче пурăнакан Вячеслав Васильева Пĕрремĕш каналпа кăтартнă. Ун çинчен сюжет «Доброе утро» кăларăмра пулнă.
Вячеслав юр хырмалли хăйне евĕрлĕ кĕреçе шутласа кăларнă. Ун çине вăл çуна евĕр хатĕр çирĕплетнĕ. Çавна май кĕреçе çăмăллăн шă-вать. Ăна тĕкме те, сĕтерме те кăмăллă.