Суббота, 19 апреля, 2025
Главная > Публикации > Юбилей медалĕсем параççĕ

Юбилей медалĕсем параççĕ

Пирĕн республикăра пурăнакан вăрçă ветеранĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалласа кăларнă юбилей медалĕсем пама пуçланă.

Нумаях пулмасть ăна Шупашкар хулинче пурăнакан Надежда Лабузова тивĕçнĕ.

Ун патĕнче хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов тата Шупашкар хулинчи халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центр директорĕ Светлана Милкина пулнă.

Надежда Лабузова 1936 çулта Смоленск тăрăхĕнче çуралнă. Хăйсен ялне нимĕçсем ярса илнине те вăл аван астăвать. Шупашкара Костромари технологи институтĕнчен вĕренсе тухсан направленипе килнĕ. Кунти пир-авăр комбинатĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *