Кăçал Чăваш Енри вунă шкула тĕпрен юсаса йĕркене кĕртме палăртнă. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 900 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Хушма укçапа республика бюджечĕ тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фондчĕ те тивĕçтерĕ.
Тĕплĕ юсав ĕçĕсене Канаш тăрăхĕнчи икĕ шкулта та туса ирттерĕç. Патшалăхăн тĕллевлĕ программи Уçырма ялĕнчи тата Канашри 11-мĕш номерлĕ пĕлÿ çурчĕсене йĕркене кĕртме май парĕ. Хальхи вăхăтра юсав ĕçĕсене пуçăнма кăмăл тăвакан подрядчиксене тупса палăртас тĕлĕшпе электрон аукционсем ирттерме хатĕрленеççĕ.