Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче тăрăшакан вĕрентекенсем кăсăклă вăйă шутласа кăларнă. Вăл пулăшнипе ачасем республика историне, культурине тата йăли-йĕркине лайăхрах пĕлме пултараççĕ.
Вăйă вылякансем наци костюмĕллĕ кÿлепе суйлаççĕ те Чăваш Ен тăрăх çул-çÿреве тухаççĕ. Республика карттине тĕрлĕ тĕслĕ 60 клеткăна пайланă, кашнинче тематика ыйтăвĕ тата задани вырнаçтарнă.
Палăртса хăварар, ку проекта пурнăçа кĕртме Президент фончĕн тĕллевлĕ гранчĕ пулăшнă.
Хамăр инф.