Суббота, 26 апреля, 2025
Главная > Публикации > Вĕлле хурчĕсене сăнаса тăмалла

Вĕлле хурчĕсене сăнаса тăмалла


Хĕлле мартари вĕлле хурчĕсем пĕрле пуçтарăнса лараççĕ. Сивĕре хурт çăмхи чăмăртанать, ун ăшĕнче ăшă тăрать. Çанталăк ăшăтсан çăмха пысăкланать, хуртсем пыл патне туртăнаççĕ. Хĕлле вĕсем пыллă рамăсем çине пухăнаççĕ. Пыл çисе пынă май çӳлелле хăпараççĕ, çӳлтен хыçалалла куçаççĕ, айккинелле каймаççĕ. Çуркунне рамăсем тăрринче е хыçалта пулсан – вĕсен апат пĕтнĕ.
Малтанхи уйăхсенче вĕлле хурчĕсем сахал çиеççĕ, виçĕ уйăхра пĕрер килограмм пыл кăна пĕтет. Çуркунне апат çитменнипе аптăраççĕ, выçăпа вилеççĕ. Омшанникре е пĕр-пĕр хуралтăра хĕл каçакан вĕллесене тĕттĕмлĕхпе шăплăх кирлĕ. Вĕсем патне пĕр уйăхра 1-2 хут кăна кĕрсе тухмалла.
Пыл хурчĕсем хĕл каçакан çуртра ытла çутă пулмалла мар, çавăнпа хĕрлĕ лампочка çакмалла. Çутă çук тăк хунарпа усă курмалла. Вĕлле хурчĕсем кун таврăннине, çуркунне çывхарнине аван туяççĕ. Кĕçех ама çăвăр сапма пуçлать. Йăвари ăшă 35 градус таран хăпарать.
Çĕнĕ хуртсем тухсан «аслисем» вĕсене тăрантарма тытăнаççĕ, хăйсем те ытларах çиеççĕ, çавăнпа пыл хăвăрт чакать. Нарăс уйăхĕнче вĕллесене сăнама тытăнмалла: сĕрлемеççĕ-и? Омшанникре шăппăн çӳремелле. Вĕллере сасă хуллен илтĕнет тĕк йăлтах йĕркеллĕ. Пыл хурчĕсем апат çитменнипе кăна мар, вĕллере ăшă пулнăран та шавлама пултараççĕ. Çанталăк ăшăтнăçемĕн вĕлле шăтăкĕсене пысăклатмалла, ăшă тытмалли япаласене çӳхереххипе улăштармалла. Хăш-пĕр çемьене, уйрăмах вăйсăррисене, сивĕ пулать, çавăнпа хулăн япалапа витмелле. Вĕллене шăши кĕресрен те асăрхаса тăмалла.
Александр МИХАЙЛОВ утар=ё

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *