Шупашкарта, Трактор тăвакансен культура керменĕнче, «Снежная королева» республикăри фестиваль-конкурс иртнĕ. Унта пултаруллă çамрăксем хăйсен ăталăхне пур енлĕ кăтартса пама пултарнă.
Конкурсантсен йышĕнче Шăхасан салинчи «Искорка» ача садне çÿрекенсем те пулнă. Вĕсем «Хореография» номинацире хăйсемпе пĕр çулти ачасемпе тупăшса иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Çак çитĕнÿре Ольга Трофимова воспителĕн тата Ирина Михайлова ÿнер ертÿçин тÿпи пысăк. Ашшĕ- амăшĕн пулăшăвĕ те çак ĕçре курăмлă вырăн йышăнать.