Ăшă хĕле пула уй-хирте юр юлманпа пĕрех. Çакăн пек лару-тăру республикăн кăнтăр енче уйрăмах палăрать.
Кĕрхи культурăсем хăйсене еплерех «туяççĕ-ха»; Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ĕçченĕсем калчасен «сывлăхне» тĕрĕслесех тăраççĕ. Çак тĕллевпе уйсене çитсе килеççĕ, лабораторире тĕпчеççĕ.
Иртнĕ çулта акса хăварнă лаптăксен 80 пин гектарĕ ?6 процент/ çанталăка пула япăхланни палăрнă. Тухăç мĕнле пуласси вара çуркунне курăнĕ.

