Кăçалхи çанталăк хĕл варришĕн рекордлă пулчĕ. Синоптиксем термометр юпи 2,8 градус таран ăшă кăтартнине шута илнĕ. Юр ахальтен мар кунран-кун ирĕлсе пычĕ. Нарăс уйăхĕ мĕнлерех килĕ-ши тата;
Çак уйăх та ытти чухнехинчен ăшăрах пулĕ. Малтанхи кунсенче сивĕ фрончĕ юр илсе килĕ. Кайран антициклон хуçаланĕ. Уйăхăн пĕрремĕш çурринче хĕвеллĕ тата сивĕ çанталăк тăрĕ. Çакă климат нормипе килĕшÿллĕн пулĕ.
Уйăх варринче ăшăтĕ, юр çăвĕ. Нарăс уяр çанталăкпа вĕçленĕ. Кăнтăрла хĕвел сывлăша самаях ăшăтма пултарĕ.